Кацукава Сюнсё

Кацукава Сюнсё
япон 勝川 春章
Кацукава Сюнсё ӗҫӗ. Виҫӗ хӗрарӑм
Кацукава Сюнсё ӗҫӗ. Виҫӗ хӗрарӑм
Çуралнă вăхăт: 1726
Çуралнă вырăн: Эдо
Вилнĕ вăхăт: 1793
Вилнĕ вырăн: Эдо
Стиль: Укиё-э
Commons-logo.svg Викиампарти ĕçсем

Кацукава Сюнсё (япон 勝川 春章 Кацукава Сюнсё:, 1726—1793) — XVIII ӗмӗрӗн Япони ӳкерҫи тата гравёрӗ, укиё-э ӑсти.

Ӳнерти суя ячӗсем: Кёкуросэй, Юдзи, Ририн, Рокурокуан, Дзюгасэй.

Сюнсё самурайсен несӗлӗ пулнӑ. Вӑл Эдо хулинче (хальхи Токио) пурӑнса ӳнер ӗҫӗнче вӑй хунӑ.

Малтан Сюнсё сӑрӑ-ӳнер ӗҫне Сюнсуй Миягава тата Ко Сюкоку ӑстасенчен вӗреннӗ, кайран ксилографи ӗҫне иленнӗ. Кацукава хӑйӗн реализм шкулне никӗсленӗ. Вӑл кабуки театрӑн актёрӗсен, куртизанкасен, сумо кӗрешевҫӗсен, ҫар ҫыннисен сӑнарӗсене хайланӑ.

Кацусика Хокусай унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ.

Copyright